Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тỹрĕ, тикĕс çулпала пĕр автобус вĕçтерет…"

30 октября 2018 г.

Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен тата Автомобилистсен кунĕсен ячĕсемпе районта савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта çул-йĕр хуçалăхĕн, автошкулсен представителĕсем, пассажирсене турттаракансем тата çак отрасльсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем хутшăнчĕç.

Çул-йĕр хуçалăхĕнчи кăтартусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов паллаштарчĕ. Çавăн пекех пухăннисене çул-йĕр службин ветеранĕсем, РФ ШĔМĕн "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД представителĕсем саламларĕç. Уявра чи маттуррисене наградăсем пачĕç .

Кăçал районти çулсене сарма, çĕнетме тĕрлĕ финанс çăл куçĕнчен 219 млн тенкĕ кĕнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан çакă 8,3 процент ытларах.

2018 çулта федерацин "Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ" программипе Шăхачра 6,2 çухрăм тата "Первомайски - Ишлĕ" çулăн 5 çухрăмне юсаса хута ямалла. Республика программипе килĕшỹллĕн Шăнкăртамри Шупашкар урамне çĕнетессипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" трассăна та çывăх вăхăтра хута яраççĕ. Вырăнти çулсене тума 10 проект хатĕр.

Патăрьелĕнчи тăватă картиш территорине республикăн тĕплĕ юсав тата нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене тирпейлесси программăпа килĕшỹллĕн 1,5 млн тенкĕлĕх юсанă.

Федерацин "2013-2020 çулсенче çул-йĕр куçăмĕнчи хăрушсăрлăха ỹстересси" тĕллевлĕ программипе кăçал вĕрентỹ учрежденийĕсем çывăхĕнче çуран каçмалли вырăнсене çутăпа тивĕçтернĕ тата "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" трассăра çуран çỹрекенсене валли каçмалли ятарлă вырăнсем тунă.

- Районта çул-йĕре лайăхлатассипе федераци, республика шайĕнчи программăсене хутшăнатпăр, малашне ял çыннисен пурнăçĕ тата хăтлăрах пултăр тесе тăрăшатпăр,- терĕ Р. Ямалетдинов мероприяти вĕçленнĕ май.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика