Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹпе таврăннă

26 октября 2018 г.

Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинăра çуран чупас енĕпе регионсем хушшинчи йăлана кĕнĕ "Нагаткинская миля" ăмăрту иртрĕ. Унта пирĕн районтан 18 спортсмен хутшăнчĕ. Çитĕнекен ăру Первомайскинчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам тата Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче вĕренет.

Хăйсен ỹсĕм категорийĕсенче А. Котлов, Д. Прокопьева (Первомайски), Н. Соколов (Пăлапуç Пашьел) иккĕмĕш, А. Удалов, К. Лепешкина (Первомайски) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çавăн пекех А. Иванова (Нăрваш Шăхаль), Н. Гурьев (Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕ), В. Кутузова, С. Степанов (Пăлапуç Пашьел) 4-5 -мĕш вырăнсенче пулчĕç.

Малти пиллĕкмĕш вырăн таранччен йышăннисене хаклă парнесем, командăсене кубоксемпе дипломсем парса чыс турĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика