Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника тимсĕрлĕхе каçармасть

26 октября 2018 г.

Техника яланах юсавлă пулмалла, унсăрăн инкек пуласси те çавăнтах. Ăна ĕçре усă курма вара регистрациленине çирĕплетекен тата патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине ĕнентерекен, çавăн пекех механизатора руль умне ларма ирĕк паракан документсем кирлĕ. Шел пулин те, хăшĕ-пĕри саккунпа çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнасшăн мар. Ун пеккисене вара профилактика мероприятийĕсем, ятарлă операцисем вăхăтĕнче тытсан пуçран шăлмаççĕ.

Гостехнадзорăн районти уйрăмĕн начальникĕ И. Васильев тата Гостехнадзорăн Шăмăршăри уйрăмĕн начальникĕ В. Матвеев çак кунсенче пĕрлехи рейд ирттерчĕç (ỹкерчĕкре рейд саманчĕ). Вĕсем Шăнкăртам, Нăрваш Шăхаль, Çĕньял, Турхан, Чемен, Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел, Первомайски ял тăрăхĕсенче пулчĕç.

Тракторсене халь ытларах хирте е уйрăм çынсен пахчисенче курма пулать. Ĕçĕ вĕсен çителĕклех: çанталăк шăнтиччен çĕре сухаламалла, тислĕк тăкмалла... Шăнкăртамри Р. Хисамутдинов та Т-150К "хурçă учĕпе" хĕрсех нумай çул ỹсекен курăка пăсать. Аякран техника тин çеç заводран тухнă пекех курăнать, анчах çывăхарах çитсен вăл çĕнех марри палăрчĕ. Хуçи ăна тирпейлĕ тата юсавлă тытнăран тата нумай çул "службăра" тăраять. Механизатор ăна тĕрĕслев витĕр кăларнă. Нăрваш Шăхалĕнчи "Шанс" хуçалăхăн МТЗ-1221 тракторĕ пирки те ыррине çеç каламалла.

Ялсенче халь мотоблоксен йышĕ ỹссех пырать. Пĕчĕк техника лашана улăштарчĕ, унпа утă-улăм турттараççĕ, çĕр улми йăранĕсене çыраççĕ, пахчасене сухалаççĕ. Çав вăхăтрах çак хатĕрпе çула та тухаççĕ, ачасене те руль умне лартаççĕ, çавна май инкек те кураççĕ. Пĕлтĕр кăна республикăра 12 авари пулнă. И. Васильевпа В. Матвеев хире мотоблокпа ĕçлеме килнисемпе калаçусем ирттерчĕç, аслă çулпа çỹреме юраманнине, ỹсĕрле руль умне лармалла маррине аса илтерчĕç.

Турханти В. Тигешкин та тракторне юсавлă тытма тăрăшать.

- Хăраса ĕçличчен техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра кăларма, страхлама тăрăшатăп, - тет анана сухалакан механизатор. Сăмах çумне сăмах хушнă май вăл юлашки çумăр хыççăн çĕр унчченхинчен çемçелнине пĕлтерчĕ.

Ишлĕ енне каякан çула çĕнетнĕ май асфальт çатма пекех яка. Кунта ĕçлекен "Воддорстрой" пĕрлешĕвĕн пур техникин те кирлĕ документсем пур-ши? Гостехнадзор начальникĕсем вĕсене те тĕрĕслерĕç. Вĕсем экскаваторпа катока чарчĕç. Иккĕшĕн те патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине ĕнентерекен хут пулмарĕ, çавна май штрафлама тиврĕ.

Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ. Çакă хамăрăн та яваплăха çухатмаллине пĕлтермест. Техника шỹте ăнланманнине, тимсĕрлĕхе каçарманнине манас марччĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика